Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Айхи Геннадий Николаевич

Айхи Геннадий Николаевич (ҫуралнӑ чухнехи хушамачӗ Лисин), — чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫӑ. 1934 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 21 Чӑваш Енӗн Патӑръел районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ҫуралнӑ. 2005 ҫулхи нарӑсӑн 21 Мускавра вилнӗ.

1994 ҫулта Чӑваш Енӗн халӑх сӑвӑҫи ятне тивӗҫлӗ пулнӑ. 1989 ҫулта К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш Енӗн патшалӑх премиӗн, 1972 ҫулта Франци академиӗн премиӗн, 1993 ҫулта Ф.Петрарки ячӗллӗ премиӗн (Германи), 1993 ҫулта Ылтӑн венец Стружски поэзи каҫӗсен (Македони) тата 1996 ҫулта Кӑнтӑр Тироль премиӗн (Австри) лауриачӗ пулнӑ. 1998 ҫулта Исскуствопа литература Одренӗн (Франци) командорӗ ятне тивӗҫлӗ пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

И.Я.Яковлев ячӗпе хисепленекен Патӑръелти педагогика училищине, 1959 ҫулта А.М.Горький ячӗпе хисепленекен литература институтне вӗренсе тухнӑ. Литература институчӗнче Светлов Михайил Аркадьевич пултарулӑх семинарӗнче вереннӗ.

1961—1971 ҫулсенче Айхи Мускаври Маяковский музейӗнче ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Пӗрремӗш «Аттесен ячӗпе» сӑвӑ пуххи 1958 ҫулта пичӗтленсе тухнӑ. Айхин чи лайӑх сӑввисене франци, нимӗҫ, чех, словаки, польша, венгри тата ытти чӗлхесем ҫине куҫарнӑ.

Ҫавӑн пекех ҫак кӗнекесене асӑнмалла:

  • «Утӑм» (1964);
  • «Чӗре тӗвӗ» (1975);
  • «Халал» (1988).

Айхи нумай сӑвӑсене чӑваш чӗлхи ҫине куҫарнӑ. Ҫапла вӑл «Франци поэчӗсем», «Венгри поэчӗсем», «Польша поэчӗсем» антологиӗсене пичӗтлесе кӑларнӑ.

Айхине халалланӑ сӑвӑсем

Литература

  • Ермакова Г. А. Поклон Айги. Ч., 1996;
  • Хузангай А. П. Поэт Айги и художники (Опыт философской интерпретации поэтического и художественного сознания). Ч., 1998.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Agabazar тӳрлетнӗ, информацие 2016-08-21 12:37:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 27054 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем